Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче «Чĕлхе пулмасан халăх та пулмасть …» («Нет языка – нет народа…») темăпа çавра сĕтел пулса иртрӗ. Ăна пирӗн ентеш, паллӑ ăсчах, филологи ăслăлăхĕн докторӗ Николай Иванович Егоров профессор çуралнăранпа 75 çул çитнине тата Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланӑ.
Вӑрмар муниципалитет округӗн чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем Мухтавлă ентеше уявпа саламлама тата ҫак ҫавра сӗтеле хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Вĕрентекенсем юбиляра тăван округра ӑна мĕнле хисеплени, унăн ĕçĕсем пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшле пулнине палӑртӗҫ. Пӗтӗм кӑмӑлтан парнесем парса чыс турӗҫ. Нумай ҫул пурӑнма, татах та ытларах кӗнеке ҫырма, ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма сунчӗҫ.