Ҫамрăк корреспондентсен слётěнче пултăмăр

Ҫамрăк корреспондентсен слётěнче пултăмăр

Вăрмар муниципаллă тăрăхри Кěлкешри Н.А. Афанасьев ячěллě тěп шкулта вěренме çав тери интереслě тесе шутлатăп эпě. Уроксемсěр пуçне кунта интереслě мероприятисем иртеççě. Тата эпир хастар учительсемпе пěрле нумай çěре çитсе куратăр, интереслě çынсемпе паллашатпăр, тавракурăма ӱстеретпěр.

Ҫак кунсенче акă эпир Шупашкара çамрăк корреспондентсен слётне кайса килтěмěр. Ара шкулта музей çумěнче «Тăван ен» пěрлешӱре нумай енлě ěçлетпěр те. Пирěн руководительпе Светлана Васильевна Романовапа калавсем, юмахсем, сăвăсем, эссесем тата юратнă «Тантăш» хаçат валли заметкăсем час-часах çыратпăр, ӱкерчěксем тăватпăр. Ҫапла вара эпě слёта кайма тивěçлě пултăм. Светлана Васильевнапа хаваспах Шупашкара Пичет çуртне вěçтертěмěр.

«Хыпар» издательство çурчěн ěçченěсем пире хапăл туса кěтсе илчěç, «Тантăш» хаçатпа туслă пулнишěн чěререн тав турěç. Вěсем редакцинчех пурăнаççě, тейěн. Пěтěм чунне парса ěçлени, чăваш чěлхипе культурине хисеплени, çитěнекен ăрупа туслă пулни палăратех. Ҫав тери интереслě иртрě слёт!

Мероприяти чи малтанах Шупашкар шкулěнчи пěчěк шăпăрлансем «Тантăш», «Тантăш», пул ялан!» юрра илěртӱллě шăрантарнипе пуçланчě. Тěрлě çěртен килнě çамрăк артистсем нумай юрă-ташăпа савăнтарчěç. Шаман юрăçăн «Встанем!» патриотла юррине Милана Кузьмина чуна тивмелле шăрантарни вара пурне те ура çине тăратрě, куçсене чылай шывлантарчě.

Чăваш Республикин Пичетпе цифрăсен министрě Михаил Степанов, «Хыпар» издательство çурчěн пуçлăхě Татьяна Вашуркина, ача-пăча кăларăмěсен редакторě Лена Атаманова, И.Н. Ульянов ячěллě ЧПУри журналистика факультечěн заведующийě Анатолий Данилов профессор ачасен умěнче ырă сăмахсем тухса калани çав тери вырăнлă пулчě.

Мана çак слётра интереслě мастер-классем ирттерни питě кăмăла кайрě. Кашни ачанах 2-3 çěре те кайма май килчě. Чи малтанах эпě чăваш тěррин вăрттăнлăхěсене уçса паракан тата бисертан тěрлěрен изделисем тума вěрентекен ěçе кӱлентěм. Ҫак ěçе Йěпреç районěнчи ăстаçă Дина Трякова ертсе пычě. Ҫав тери маçтăр вěт-ха вăл! Мěн тери капăр, чăваш эрешěллě тумтир тăхăннă вăл, ытармалла мар изделисем курма илсе килнě! Эпир вара унпа пěрле хаваспах хамăра валли пӱрне çине тăхăнтармалли çěрě турăмăр.

Эстрада юрăçисем Типшěм Сашукпа тата хамăр ентешěмěрпе Дмитрий Моисеевпа курса калаçни те чылайччен асăмра юлě. Хăйсем «Тантăш» хаçата тата чăваш культурине мěнле юратнине тата эстрада вăрттăнлăхěсем çинчен нумай каласа савăнтарчěç вěсем пире.

Чи кăсăкли вара маншăн Юлия Адюкова ача-пăча редакторě ертсе пыракан мастер-класс пулчě. Вăл хăйěн ěçтешě операторпа телевидени вăрттăнлăхěсемпе паллаштарчě, чăвашла тěрěс калаçма тата интереслě репортаж тума вěрентрě. Эпě хам та телепередача валли интервьюра хутшăнса куртăм. Шутсăр килěшрě мана.

Ҫапла эпě слётра иккěмěш хут пулса куртăм, татах та çӱрес килет малашне те. «Тантăш» хаçатпа туслă пурăнса çěнěрен те çěнě материалсем çырас килет, тавракурăма ӱстерес килет.

Ман шутпа, журналист ěçě питě йывăр пулсан та çав тери интереслě. Тавтапуç пурне те çакăн пек пире, ачасене, савăнтарнăшăн, аталантарнăшăн! Ҫапла вара тата лайăхрах вěренес, тěпчес, çырас килсе тăрать.

Туссем, эсир те «Тантăш» хаçатпа туслă пулăр. Вара эсир те чи телейлисем пуласса шанас килет.

 

Марина Кузьмина,

Вăрмар муниципаллă тăрăхри Кěлкешри Н.А. Афанасьев ячěллě тěп шкулта 7 – мěш класра вěренекен


Фотогалерея