"Тӑван чӗлхепе тӑван литература вӗрентекен чи лайăх учитель" конкурсӑн республика тапхăрӗ иртрӗ

"Тӑван чӗлхепе тӑван литература вӗрентекен чи лайăх учитель" конкурсӑн республика тапхăрӗ иртрӗ




Чӑваш халӑхӗ ҫӗр пин тӗрӗпе, юрӑпа, сӑмахпа ҫеҫ мар, пархатарлӑ, сумлӑ ывӑлӗ-хӗрӗпе те пуян. Уйрӑмах эпир пӗлӳлӗх анинче кунран кун тӑрӑшакан, ырӑ вӑрлӑх акса пысӑк тухӑҫ илекен, ҫавна май хамӑр тӑван чӗлхепе культура чапне ҫӳлтен ҫӳле ҫӗклекен  вӗрентекенсемпе тивӗҫлипех  мухтанма пултаратпӑр. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкар хулин 40-мĕш шкулӗнче "Тӑван чӗлхепе тӑван литература вӗрентекен чи лайăх учитель" конкурсӑн республика тапхăрӗ иртрӗ. Вӑрмар чысне В.Д.Николаев ячӗллӗ Мӑнҫырмари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Цыркунова Татьяна Леонарьевна хӳтӗлерӗ. 6-мӗш класс ачисемпе "Ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем" урок, "Чӑваш халӑх вӑййисем" ятпа класс сехечӗ кӑтартрӗ. Маттур вӗрентекен ачасемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлчӗ, урокра ӑшӑ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланчӗ.