Вӑрмар муниципаллӑ округӗн вӗрентекенсем тӑван чӗлхе кунне халалланӑ уява хутшӑнчӗҫ

Вӑрмар муниципаллӑ округӗн   вӗрентекенсем тӑван чӗлхе кунне халалланӑ уява хутшӑнчӗҫ

Тӑван чӗлхе – халӑхӑн пуянлӑхӗ-пурлӑхӗ. Чӗлхе пӗтсен – халӑх пӗтет. Тӑван чӗлхене упраса-сыхласа хӑварасси, ӑна малалла аталантарасси – кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ. 

Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне уявлать. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКО Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе 2000-мӗш ҫултан уявлаҫҫӗ. 

Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланӑ уяв иртрӗ. Мероприятире «Туслӑх хӗлхемӗ -2022» фестиваль ҫӗнтерӳҫисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса савӑнтарчӗҫ. Ачасем чӑваш юрри-ташшине, йӑли-йӗркине лайӑх пӗлни, унпа мухтанни туйӑнчӗ. 

Ҫак уява Вӑрмар районӗнчи вӗрентекенсем те кайса курма тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Хаваслӑ самант пурин чунне те уҫса ячӗ. Ачасен пултарулӑхне курса ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тӑвас кӑмӑл ҫуралчӗ. 

Уяв вӗҫӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ -2023» фестиваль уҫӑлнине палӑртрӗҫ. Ҫак тупӑшура кашни ачана ӑнӑҫу та телей сунатпӑр!

Фотогалерея