Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен черетлӗ ларӑвӗ

Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен черетлӗ ларӑвӗ

Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пысӑк Енккасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем пуçтарӑнчӗç. Вӗсем хӑйсен черетлӗ ларӑвне ирттерчӗç. Семинара пухӑннисем «Тайма пуç сана, салтак амӑшӗ!» темӑпа хатӗрленӗ урокра пулчӗç . Урок 8-мӗш класра чӑваш литературипе иртрӗ. Урока Иванова Ирина Васильевна ирттерчӗ, вӑл Юрий Сементерӗн «Амӑшӗ ывӑлӗн палӑкӗпе калаçни» сӑвви тӑрӑх йӗркеленӗ урок пулчӗ. Ларӑва хутшӑннӑ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем урока пысӑк хак пачӗç, урок историпе, вырӑс литературипе, музыкӑпа, вырӑнти материалпа тачӑ çыхӑннине палӑртрӗç. 8-мӗш класра сакӑр ялтан вӗренме килеççӗ, вӗсем пурте хӑйсен тӑрӑхӗнчен Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçине миçен тухса кайнине тата мӗн чухлӗ каялла тӑван киле таврӑнманнине шыраса тупма пултарнӑ. «Урокра Афганистанра салтак тивӗçне пурнӑçласа пуçӗсене хунӑ салтаксене те, паянхи ятарлӑ операцие хутшӑнакансене асӑнса хӑварни те питӗ вырӑнлӑ. Ачасем хӑйсен тӑрӑхӗнчи пулӑмсене пӗлни те пӗлтерӗшлӗ»,- тесе палӑртрӗç вӗрентекенсем. Салтак амӑшӗн паттӑрлӑхӗ пӗлтерӗшлӗ, вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене Тӑван çӗршыва хӱтӗлеме парать, чи пысӑк тивӗçе пурнӑçлать тесе пӗтӗмлетӱ турӗç.

Кивӗ Вӑрмар шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алексеева Людмила Николаевна семинара пухӑннисене хӑйӗн ӗçӗнчи опычӗпе паллаштарчӗ.

#Урмарскиймуниципальныйокруг
#РДДМ #НавигаторыдетстваЧувашии #Cделаемвместе #Мирвозможностей
#МинобразованияЧувашии #СоветникиЧувашии
#ЗахаровМинобразования21

Фотогалерея