Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ, Чăваш Республикинчи Ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ тата Ашшĕсен канашĕ пуçарулăхĕпе республикăри шкулсенче «Отчество — от слова отец» темăпа класс сехечĕсем иртрĕç. Октябрĕн 16-мĕшĕнче шăпах та Ашшĕсен кунĕ, Вăрмар районĕнчи пур шкулсенче те çак темăпа паттăрлăх урокĕсем йĕркелесе ирттерчĕç. Акă Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул та çак пĕлтерĕшлĕ пулăма активлă хутшăнчĕ. Хăйĕн шухăшĕпе пире шкул директорĕн заместителĕ — информаткиа предметне вĕрентекен, 11-мĕш класс руководителĕ Аврора Григорьевна Петрова паллаштарчĕ:«Çитĕнекен ăрăва çемьере ашшĕ, арçын пĕлтерĕшĕ пирки тивĕçлĕ ăнлантарса памалла. Шкул ачисене пурнăçра чăн-чăн паттăрлă ĕçсем тунă геройсемпе, вĕсен историйĕсемпе тĕслĕхсем урлă паллаштармалла. 11 класра вĕренекенсем ушкăнсем çине пайланса интерактивлă заданисем пурнăçласа ĕçлерĕç, кашни хăйĕн шухăшне палăртрĕ. Литературăри отечествăлла классиксен произведенийĕсенчи çемьере ашшĕ пĕлтерĕшĕ пирки калакан тĕслĕхсене, паллă çынсем каланисене, ваттисен сăмахĕсене тишкертĕмĕр. Пулас салтакасем, пулас ашшĕсем чăн-чăн арçыннăн мĕнле пулмаллине тепĕр хут ăша хыврĕç».
«Отчество — от слова отец» темăпа класс сехечĕсем иртрĕ
Источник:
Официальная страница в ВК районной газеты "Херле ялав"