Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă çынсен пархатарлă ĕçне асра тытар

     Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитет,  республикăра  2021  çула  çак пулăма халалланă.  Ҫавна   май   Сӑрпа Хусанти оборона рубежӗсене тӑвакансен ӗҫ паттӑрлӑхӗн  ҫулталӑкне халалланӑ уйӑхлӑхра  7-мӗш класра информаци  сехечӗ  иртрӗ. 1941 ҫулхи кӗркунне ҫав тери сивӗ те ҫумӑрлӑ пулнӑ,  хӗлле вара сивӗсем вӑхӑт-вӑхӑтпа 40 градуса ҫитнӗ. Ӗҫ   вара пӗр самантлӑха та чарӑнман, пӗр канмалли кун та пулман.  Вӑрмар  енре пурăнакансем те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă, шартлама сивĕре те окоп чавнӑ.  Хутӗлев сооруженийӗсене 45 кунра туса пӗтернё. Вӗренекенсем Хусан линийӗ Мари АССРӗнчи Звенигово шыв кукринчен пуҫласа Чӑваш АССРӗн  Октябрьски сали,  Вармар районӗнчи  Энӗшпуҫ,  Арапуҫ ялӗсем урлӑ  иртни, Тутар АССРӗн чикки патне ҫитни ҫинчен пӗлчӗҫ, ҫав пулӑмсене хутшӑнакансен асаилӗвӗсемпе паллашрӗҫ.

        ФОТО

Первоисточник: МАОУ "Большеяниковская СОШ" Урмарского  района Чувашской Республики