Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ

       Районта «Манпа ӗмӗтлен» ыр кӑмӑллӑх проекчӗ ӗслерӗ. Йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ачасем «Емӗт ёлки» акцие хутшӑнса Хӗл мучи  патне ҫыру ҫырчӗҫ.  Сыру ҫыракансем хушшинче 8 класра вӗренекен Георгиева Анастасия та пулчӗ. Хӗр ача хӑйӗн ӗмӗтне палӑртса алла ҫыхмалли сехет, йӑмӑкӗ валли пылак кучченеҫ ыйтнӑ.  Унӑн ӗмӗчӗ пурнӑҫланчӗ темелле.  Районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ - Денисов Анатолий Валентинович - Настьӑна парнесене Пысӑк Енккасси шкулне килсе пачӗ.