Тăван çĕршывăн 1941 çулхи Аслă вăрçи пуçлансан хаяр та ирсĕр тăшман вун-вун хулапа яла питĕ кĕске вăхăтра ярса илнĕ. Ирсĕр тӑшман Мускав патнех çитнĕ. Çакна шута илсе пысăк хуласем тавра окопсем чавма йышăннă. Фронтпа тыл пӗрле пулса октябрӗн 21-шӗнчен пуҫласа 1942-мӗш ҫулхи январӗн 21-мӗшчен Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисенче окоп чавнӑ. Хӗллехи шартлама сивӗсене пӑхмасӑр 17 ҫултан аслӑрах ҫамрӑксене, хӗрарӑмсене, ӗҫлеме пултаракан ватӑсене ӑсатнӑ унта. Сăр тата Хусан чиккисен Чăваш Енри пĕтĕмĕшле тăршшĕ 380 километрпа танлашнă, 3 миллион кубла метр çĕр кăларнă, дзотпа пемелли 1600 площадка, 1500 çĕр пỹрт тунă. Кунне çын пуçне 1,42 кубла метр çĕр кăларнă. Ҫав тапхӑрти пулӑм ҫинчен 7-мӗшсем класс сехетӗнче В.Цыфаркинӑн «Казанский оборонительный рубеж «Казанский обвод». Строительство оборонительной линии в Урмарском районе» кӗнекипе паллашса пӗлчӗҫ, презентаци пӑхрӗҫ.