Чӑваш тӗрри - халӑх пуянлӑхӗ

                                                              
 
     Чӑваш тӗррин илемӗ такам чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет. Чӑваш тӗррин кунне халалласа Пысӑк Енккассинчи вӑтам шкулта чӱк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Чӑваш тӗрри - халӑх пуянлӑхӗ» ятлӑ урок иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Иванова И.В. тӗрӗ чӑвашсен чи авалхи искусствисенчен пӗри пулни пирки чарӑнса тӑчӗ, ачасем «Илемлӗ чӑваш тӗрри» презентаци пӑхрӗҫ. Ҫавӑн пекех 7-мӗш класра вӗренекенсем чӑваш тӗрри ҫинче П.Хусанкай, Светлана Асамат , В.Давыдов - Анатри ҫырнӑ сӑвӑсене вуларӗҫ. Ачасем «Чӑваш тӗррин пӗлтерӗшӗ» текстпа ӗҫлесе тӗрӗри паллӑсем, ҫӗвӗсем, мӗнле тӗссемпе тӗрленине вуласа пӗлме пултарчӗҫ. Урок ачасем хатӗрленӗ «Чӑваш эрешӗсем» проект ӗҫӗсемпе вӗҫленчӗ.
      Ҫавӑн пекех ҫиччӗмӗшсем класс сехетӗнче наци библиотеки йӗркеленӗ «Чӑваш тӗрри илемӗ» виртуаллӑ выставкӑн ӗҫӗсемпепе паллашма пултарчӗҫ.