Хальхи вăхăтра республикăри нумай шкулсенче ачасене музей тата краеведени ěçне явăçтарас тěлěшпе тăрăшса ěçлеççě. Ку вăл çак ěç чăннипе те пысăк пěлтерěшлě пулнине çирěплетсе парать. Кěлкеш шкулěнчи Николай Афанасьевич Афанасьев музейě те çак тěлěшпе тата таврари йăла-йěркесене упраса хăварас, ачасене патриотизмла воспитани парас енěпе чылай ěç тăвать.
Акă, тěслěхрен, март уйăхěнче ачасен музей çумěнче ěçлекен «Тăван ен» пěрлешÿри (руководителě С.В. Романова) 6-мěш класс ачисем И.А. Крылов çырнă «Волк на псарне» басня тăрăх инсценировка хатěрлесе ăна шкулта, ялти клубра тата Шупаршкарта иртекен конкурса кăтартса пама пултарчěç. Çак юптарăва Иван Андреевич 1812 çулхи Отечествăлла вăрçа халалланă, Наполеонпа Кутузов полководец сăнарěсене уйрăмах витěмлě калăпланă вăл. Ачасем вара çавна куракансем патне илсе çитерме пултарчěç. Чи пахи – ачасем хăйсем чăн-чăн артист вырăнěнче пулса курни тата тавракурăма антăлатни.
Хěрÿ те пархатарлă ěç малалла пырать. Мартăн 18-мěшěнчен пуçласа 30-мěшчен Кěлкешри Н.А. Афанасьев ячěллě тěп шкулта тата Музей эрни пырать. Çавна май пирěн чылай ěçсем пулса иртеççě, ачасем тěрлě мероприятисене хутшăнса аталанаççě, савăнаççě. Вěсенчен чи пахалăхли вара тěлěнтермěш экскурси пулчě. Йăлана кěнě йěркепе мартăн 21-мěшěнче 6-8 класс ачисем, «Тăван ен» пěрлешÿ членěсем, класс ертÿçисемпе (Е.М. Паденькова, А.В. Павлов, С.В. Романова) юратнă тěп хуламăра – шурă Шупашкарăма – çул тытрěç. Экскурси программи вара, ачасем каланă тăрăх, çав тери пуян пулчě.
Чи малтанах ачасене паллă чăваш поэчě, вилěмсěр «Нарспи» поэма авторě К.В. Иванов ячěллě Литература музейěнчи хастар ěçченсем хапăл туса кěтсе илчěç, çав тери интереслě музей урокě ирттерчěç. Ун хыççăн ачасен икě ушкăнě уйрăммăн (6 классем тата 7-8 классем) республикăра иртекен «Музей марафонěн» 1-мěш тапхăрěнчи «Путешествие по Литературному музею имени К.В. Иванова» интеллектуаллă викторинăра тупăшрěç. Пуçланчě вара хěрÿ тěпчев ěçě! Ěçěсем тěрлě енлě пулчěç. Тěслěхрен, кěске хушăрах чăвашсен театрне, хаçатне, кино тата çак музее йěркелесе яракансен пирки, Киремет йывăççи, асамлă чăваш тěрри, авалхи йăх-тěп паллисем, çырулăх, музыка инструменчěсем, йăла-йěркесем, легендăсем, мифсем тата ытти çинчен те кăткăс ыйтусене хуравлама тÿр килчě çамрăк тěпчевçěсен. Уйрăмах музейра уйрăм çынсен трофейěсене, пионер галстукěсен шутне тата хаклăран та хаклă чăваш просветителě И.Я. Яковлев вěрентсе кăларнă паллă çынсен ячěсене шыраса тупасси хěрÿллě иртрě. Савăнăçлă та ěçлě шăв-шава сăнама пире, вěрентекенсене тата музей ěçченěсене, çав тери кăмăллă пулчě.
Чăваш наци конгресěнче вырнаçнă чăн-чăн наци кухнипе ěçлекен «Çăлкуç» кафери тутлă та техěмлě апатлану хыççăн ачасем Ехрем купса бульварěпе киленсе утрěç, хулан истори кěтесěпе паллашрěç. Унтан «Синема 5» кинотеатра çул тытрěç, «Рожденный стать королём» ятлă фильм курса киленчěç. Унта шкул ачисен пулнăçне фантастикăпа хутăш сăнланă. Фильм ачасен туслăхě тата ырă кăмăллăхě пысăк пěлтерěшлě пунине, вăл тěнчене темěнле хăрушлăхран та хÿтěлесе, упраса хăварма пултарнине тепěр хут нумай енлě çирěплетсе пама пултарчě.
Малалла тата интереслě те интереслě пулса пычě экскурси. Шкул автобусě Шупашкарти медицина колледжне вěçтерчě. Унти преподавательсемпе 3 курс студенчěсем пире валли ятарласа лекци, видеолекци, практика ěçěсем тата мастер-классем хатěрленě. Чи малтанах тата тěплěнрех эпир колледжа вěренме епле майпа кěме пулнипе тата лабратори диагностикин отделенийěн ěçěпе паллашрăмăр. Ку енěпе лаборатории диагностикин преподавателě Любовь Виссарионовна Лаврентьева паллаштарчě. Вăл пире микроскопа тěрлě исследованисем, экспериментсем тутарчě. Эх, кайрě вара ěç-пуç! Студентсем, маттурскерсем, пире кăмăлпах пулăшса пычěç, унсăрăн «микробсем» хушшинче çěтсе те кайăн тата. Тромбоцит, лейкоцит, эритроцит, сперматозоид, пыйтă-шăрка тата ытти нумай клеткăсене тěпчеме тÿр килчě. Уйрăмах желудок клеткисем çав тери илемлě пулнине сăнарăмăр. Тěрлě паразитсенчен епле сыхланмаллине те лайăх ăнлантарса пачěç пире.
Çакăн хыççăн Любовь Виссарионовна пире хими кабинетне кайма сěнчě. Пире вара хими преподавателě Светлана Евгеньевна Кольцова кěтсе илчě, хирурги ěçěпе тата операци тумалли инструментсемпе паллаштарчě, унтан ал-ура хуçнă çынсене васкавăрлă пулăшу памалли аппаратсемпе, приборсемпе паллаштарчě, мастер-класс кăтартрě.
«Эстафета» майěпен реаниматологи кабинетне илсе çитерчě. Унта эпир Ирина Анатольевна Софронова преподавательпе, врач-реаниматологпа паллашрăмăр. Вăл пире специалистсем шывра путнă çынна пляжра епле майпа çăлса хăварни çинчен видеолекци кăтартрě. Ěçе чунтан парăннă çын, умлăн-хыçлăн пěр чарăнми комментарисем хушса ăнлантарса пычě вăл пире. Хăй вара Вăрмар тăрăхěнче çуралса ÿснине пěлсен, талантлă педагогпа пушшех те хавхалантăмăр. Пур ача та унăн мастер-класěнче хутшăнса искусствăлла сывлăш парса пăхрě. Çăмăл мар иккен вăл – реаниматолог ěçě, çав тери яваплă!
Юлашкинчен тата тепěр хими кабинечě илěртрě пире. Унта Галина Феофановна Алексеева хими преподавателě пире тěрлě реактивсемпе паллаштарчě, опытсем кăтартрě. Ěç вăхăчě пěтни тата кабинетсенче уборка туса пěтерни те чармарě харсăр преподавательсене. Колледжра студентсем валли тем тěрлě кабинет-лабораторисем, ěç хатěрěсем, аппаратура тата вěренмелли ятарлă аптека пуррине те куртăмăр. Урăхла каласан, пур услови те пур. Ěçе чунтан парăннă çынсем кăна çапла ěçлеме пултараççě, нимěнле йывăрлăхран та хăрамасăр, çынна яланах ăшă кăмăлпа кěтсе илеççě. Ахальтен мар ěнтě медицина работникěсен ěçě чи яваплисенчен пěри шутланать. Пирěн шкулти ачасем те юратаççě медицина ěçне, час-часах çак профессие алла илеççě. Ку хутěнче ачасем малаллахи пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма кăмăл турěç, медицина колледжěн асамлă та кăткăс пурнăçне килěштерчěç, пěр ывăннине те кăтартмарěç.
Çапла, экскурси çав тери пуян пулчě. Уншăн эпир шкул директорне Юрий Николаевич Данилова, автобус водительне Эдуард Валериевич Филиппова, Шупашкарти медицина колледжěн директорěн вěрентÿ енěпе ěçлекен заместительне Зоя Викентьевна Петровăпа хастар преподавательсене, республикăри вěрентÿ министерстви çумěнчи ачасемпе ěçлекен «Эткер» учрежденине, К.В. Иванов ячěллě Литература музейěн ěçченěсене чěререн тав тăватпăр.
Пирěн Музей эрни вара малалла пырать. Ачасене тата интереслě ěçсем кěтеççě. Тěслěхрен, тěпчев ěçěсен конкурсěсем валли материал пухса тата чăваш çыравçисен произведенийěсем тăрăх иллюстрацисем туса хатěрлемелле, республикăра иртекен Музей марафонěн малалли тапхăрěсенче тата краеведени олимпиадине хутшăнмалла.
С. Романова, педагогика наукисен кандидачě,
сăнарлă ÿнер тата вырăс чěлхипе литература учителě