Тĕнчере кашни халăхшăн чи хакли – атте-анне чĕлхи. Эпир, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, пирĕн вĕренекенсем тăван халăхăн чĕлхине аванрах пĕлме тăрăшчăр, унăн кĕвĕлĕхне, шыв юххи пек илемлĕхне туйма вĕренччĕр, тĕрĕс те таса калаçма хăнăхчăр тесе тăрăшатпăр. Вĕрентекенсем пирĕн тăван чĕлхе ытти чĕлхесем пекех кивелми чаплă пуянлăх пулнине тĕрлĕ йăла- йĕркесем урлă çирĕплетсе параççĕ. Чулкас шкулĕнче 8-9-мĕш классем Михайлова А.В. тата Семёнова Е.В. ертсе пынипе пирĕн асатте- асаннесен вăхăтĕнчи «Салтак ăсатни» йăлана кăтартса пачĕç. Çак пулăм вĕрентекенсĕмшĕн çеç мар, ачасемшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе палăртас килет, мĕншĕн тесен салтак юррин хурлăхлă кĕвви, ашшĕ- амăшĕн пилĕ, юлташĕсен ырă сăмахĕсем чăваш халăхĕн чун пуянлăхĕпе сăнарлăхĕ.
Ларура вĕрентекенсем чăваш чĕлхипе литературин малащлăхĕ пирки те калаçрĕç. Иванова И.В. чăвашла тĕрĕс çыракан ачасен йышĕ çулсерен чакса пыни пирки пăшăрханчĕ, правилосене асра хăварас хăнăхусемпе мĕнле ĕçлени пирки чарăнса тăчĕ. Авакова Н.Ю. Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри «Республикӑн пӗрлехи экзаменӗн 2018 ҫулхи результачӗсене тишкерни» семинарта хускатнă ыйтусемпе паллаштарчĕ. Чăваш наци вулавăшĕнче пĕтĕм тĕнчери Тăван чĕлхе кунне халалланă Чăваш çамрăкĕсен форумĕ иртрĕ, унта хутшăннă Иванова Р.М., Яковлева И.В. форум ĕçĕ - хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕç. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йĕркеленипе Шупашкар хулин 10-мĕш вăтам шкулĕнче «ФГОС вӑя кӗнӗ тапхӑрта тăван чĕлхепе литературӑна хальхи технологисемпе вӗрентесси» стажировка пулнă. Стажировкăна Васильева Г.Н. тата Антонова В.Г. хутшăннă, вĕсем чăваш чĕлхи урокĕсене итленĕ, «Эсир пуртан кил-çуртăм ăшă» урок тулашӗнчи ĕç пирки хавхаланса каласа пачĕç