Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Энĕшпуç шкулĕнче хăйсен черетлĕ ларăвне ирттерчĕç

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Энĕшпуç шкулĕнче хăйсен черетлĕ ларăвне ирттерчĕç.   Дмитриева Зоя Михайловна тата Васильева Оксана Николаевна 6-7 классемпе «Пултарулăх лаççинче» технологипе   ăсталăх класĕ кăтартрĕç. Вĕрентекенсем  «çумăр» сăмахпа усă курса тĕрлĕ ĕçсем хатĕрленĕ:  панă сăвăра илемлĕх мелĕсем шырани, ассоциацисем тупни, çумăр ячĕпе ачасем çыру çырни, пантомимăласа кăтартни тата ыт. те. Вĕсем хатĕрленĕ ĕçсем ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме, пултарулăхне аталантарма, ăсталăхне кăтартма,  çĕнĕ сăмахпа (акросăвă) паллашма пулăшрĕç. Çакна та палăртмалла, ăсталăх класĕнче вĕрентекенсем те активлă  пулчĕç, ачасемпе пĕрлех  çак ĕçсене хутшăнчĕç. Занятире ачасем ушкăнпа та, пĕчченшерĕн те тăрăшрĕç. Вĕсен юлашки çимĕçĕ  пĕчĕк проект ĕçĕ пулчĕ.

 Олимпиадăна хутшăнакан ачасен тавра-курăмне, пĕлÿ шайне ÿстерме пултаракан ыйтусем пирки те калаçрĕç. Теплова Регина Семёновнăпа Васильева Галина Николаевна  пултаруллă вĕренекенсемпе мĕнле мелпе ĕçлени пирки палăртса хăварчĕç,   ачасен тавçăрулăхне аталантарма май паракан кĕнекесене асăнчĕç. Вĕрентекенсемшĕн вĕсен сĕнĕвĕ питĕ вырăнлă пулчĕ, мĕншĕн тесен часах чăваш чĕлхипе литератури тăрăх та олимпиада çывхарать.

ФОТО