Афанасьев Н.А. ячěллě Кěлкеш шкулěн ачисен вěренÿ çулě яланах питě интереслě иртет. Мěншěн тесен кунти учительсем вěрентÿпе кăна çырлахмаçççě, воспитани тата профориентаци енěпе нумай вăй хураççě. Ачасем тěрлě районсенче, хуласенче пулса театрсенчи, музейсенчи, вěренÿ заведенийěсенчи лару-тăрупа тата тěрлě професси çыннисемпе, студентсемпе паллашаççě.
Нумаях пулмасть вěренÿ çулě пěтнě ятпа пирěн ачасем черетлě экскурсире пулчěç. Ку хутěнче 5,6,7 класс ачисем класс ертÿçисемпе (Паденькова Елена Михайловна, Александрова Надежда Ксенофонтовна, Романова Светлана Васильевна) кÿршě Тăвай районне çул тытрěç.
Чăн малтанах пире Тăрмăш шкулěн директорě Николаева Светлана Владиславовна тата унăн харсăр та хастар ěçтешěсем хапăл туса кěтсе илчěç. Шкул ěçěпе паллаштарчěç. Шкулти истори учителě Сидоров Вячеслав Гаврилович, шкул музейне йěркелесе пыраканскер, ачасене краеведени ěçěпе тыткăнларě, шкул тата ял историйěпе тěплěн паллаштарчě, хăй çырнă кěнекесенчен пěрне асăнмалăх парнелерě.
Унтан вара чылайранпа кěтнě самант – Тăрмăш шкулěнчи 7-мěш класс ачисемпе паллашасси – çитрě! Çав самантра вара ачасем кăштах именчěç те, хумханчěç те. Ара, халиччен пěрре те курман-çке пěр-пěрне!
Пурте пěр пÿлěмре пуçтарăнсан вара тěлěнмелле ăшă атмосфера карса илчě, тейěн. Социаллă педагог Семенова София Геннадьевна тата 7-мěш класс ертÿçи Матросова Людмила Ивановна, вăлах шкул директорěн воспитани енěпе ěçлекен çумě, ятарласа интереслě сценари хатěрленě. Пурте пěрле тěрлě вăйăсем выляса ачасем пěр-пěринпе часах паллашса пěр чěлхе тупрěç.
Кěçех вара пěрле ялти стадиона çул тытрěç, икě ушкăна пайланса «Хаваслă старт» состязанинче тупăшрěç. Тупăшу чăн та хаваслă та вěри иртрě. Заданисем пěри тепринчен йывăртарах пулчěç пулин те, ачасем парăнмарěç. Чылай вăхăт хушши алла-аллăн тытăнса, мěн пур вăя пухса ăмăртрěç. Чăн-чăн спасательсем евěр тěрлě-тěрлě трюксем те тума лекрě çамрăк паттăрсен. Çапла вара тупăшура туслăх çěнтерчě.
Тăрмăш хыççăн вара эпир пурте пěрле Энěш-Нăрваш ялěн историпе краеведени музейне çитрěмěр. Мěн кăна çук унта! Чăн малтанах çак ялтан чылай паллă çынсем тухни палăрать: Моисей Спиридонов, Никита Сверчков художниксем, Вера Кузьмина артистка, Николай Казаков композитор тата ытти те. Музей çурчě хăй те паллăскер – И.Я. Яковлев уçнă шкул çурчě вăл, юмахри кермен пекех илемлě те асамлăскер!
Музей директорě Петров Владимир Васильевич чылайранпа чуне парса ěçлет çакăнта. Вăл пěлмен япала пурнăçра çук та, тейěн. Чăвашсен тěрлě йăла-йěркисене, калăпăр, салтак ăсатнине çав тери хурлăхлă юрласа-сăнарласа кăтартма пултарчě Владимир Васильевич. Чылай вăхăт хушши музей залěсенче çÿренě май, куç умне час-часах ěлěк-авалхи хамăрăн мăн асаттесен пурнăçěпе ěçě-хěлě туха-туха пычě.
Малашне çак шкулсен хушшинчи туслăх çирěпленсе пырасса шантарчěç пěр-пěрне ачасем. Тулли кăмăлпа, пуян тавракурăмпа таврăнчěç пирěн ачасем манăçми тěлпулуран. Çакăншăн шкул директорне Данилов Юрий Николаевича, шкул автобусěн хастар водительне Филиппов Эдуард Валерьевича тата Тăрмăш шкулěн директорне Николаева Светлана Владиславовнăна пысăк тав.