«МАН ХАЛĂХ, МАН ТĂВАН ÇĔРШЫВ!» КОНКУРС ПĔТĔМЛЕТĔВĔ

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕ, чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă «Ман халăх, ман Тăван çĕршыв!» регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсне йĕркелерĕç. Конкурс тĕллевĕсем чăваш чĕлхипе литературине, хутшăнупа пуплев культурин çыхăнăвĕсене аталантарасси, илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литературăпа ал ĕç ăсталăх ăмăртăвне анлăрах явăçтарасси, ачасемпе студентсене хăйсен пултараслăхне йĕркелеме, шухăш хастарлăхне аталантарма, литературăпа ал ĕç ăсталăхĕпе кăсăкланма хавхалантарасси, Иван Яковлевăн ырă тĕслĕхĕпе халалĕ çинче вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси, ачасемпе çамрăксен сăмахлăх пултарулăхĕпе ал ĕç ăсталăхне аталантарма учительсемпе ачасен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарасси пулчĕç.

Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикинен, Пушкăртстанпа Тутарстанра вĕренекен шкул асисемпе студенчĕсем хутшăннă, 220 ĕç ярса панă. Жюри çамрăк авторсен ал çыру хайлавĕсене тата алăпа тунă япаласене тимлĕ пăхса тухса хак панă, пĕтĕмлетÿпе чыслава хутшăнма тивĕслĕ çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртнă. Çак конкурсра Евгений Цыркунов (Вăрмар районĕ, Мăнçырма шкулĕ, 6-мĕш кл.), Нина Романова (Вăрмар районĕ, Пысăк Енккасси шкулĕ, 7-мĕш кл.)  çĕнтерÿçĕсемпе призёрсем йышне кĕнĕ. Вĕсене  конкурса хутшăнса палăриа пултарнăшăн тав тăватпăр.