Пултаруллă поэт, прозаик, куçаруçă тата критик Василий Егорович Митта çуралнăранпа кăçал пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ. «Чăваш наци конгресĕ» регионсен хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿ комитечĕ, Чăваш Республикин наци библиотеки, «Хыпар» Издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕпе чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ сăмах ăстине сума суса 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕччен «Сăваплă ят» викторина ирттерчĕç. Литература ăмăртăвне 220 ĕç янă. Ăмăртăва Чăваш Республикипе Тутарстан шкул ачийĕсемпе вĕрентекенĕсем, аслă шкул студенчĕсем, вулавăш ĕçченĕсемпе ача сачĕн воспитателĕсем хутшăннă. Жюри ĕçсене пăхса тухнă хыççăн викторина ыйтăвĕсене чи тĕрĕс те тулли хуравлакансене палăртрĕ. Вĕсем Шупашкара Наци библиотекине Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă «Аслă Арапуç юманĕ» уява хутшăнма тивĕçнĕ. Пирĕн районтан çĕнтерÿçĕсем шутне кĕнисем çаксем пулчĕç: О.Н. Васильева (Вăрмар районĕ, Энĕшпуç шкулĕ, вĕрентекен), Надежда Риманова (Вăрмар районĕ, Пысăк Енккасси шкулĕ, 9-мĕш кл.), Елена Мучукова (Вăрмар районĕ, Кавал шкулĕ, 8-мĕш кл.), Татьяна Аверьянова (Вăрмар районĕ, Мăнçырма шкулĕ, 10-мĕш кл.)