Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула пуçтарăнчĕс

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула пуçтарăнчĕс. Ларура  ФГОС   тапхăрĕнче чăваш чĕлхипе литературине  вĕрентес  ĕçре мĕнле мелсемпе усă курма май пурине палăртрĕç.  Вăрмар шкулĕнчи вĕрентекенсем – Васильева Г.Н тата Яковлева И.В.- хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç, ачасен тавра курăмне аталантарма май паракан «Ăçта логика» вăйă элеменчĕсене кăтартрĕç. Максимрва Е.Г. (Кĕлкеш шкулĕ) тăван чĕлхен вăрттăнлăхне уçма пулăшакан тепĕр меслет çинче чарăнса тăчĕ, фразеологизмсемпе ĕслеме юрăхлă  тĕслĕхсем çинче чарăнчĕ.  Николаева Л.Ю. (Кĕтеснер шкулĕ)   литература урокĕнче  «Чĕр чунсем- пирĕн туссем» темăпа  курăмлăх хатĕрĕн тĕслĕхĕпе паллаштарчĕ. Цыфаркина Л.А.(Чупай шкулĕ) пуян  материал хатĕрленĕ,  «И.Я.Яковлев тата Вăрмар тăрăхĕ» презентации кăтартрĕ. Манçыриа шкулĕнче вĕрентекен Цфркунова Т.Л. «И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ» тăрăх «Хамăр вăйă» ирттерчĕ. Ларура  пур вĕрентекен те активлă хутшăнчĕ. Юлашкинчен вĕренекенсем   чăвашла юрăсемпе савăнтарчĕç.

ФОТО