Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Раççей вĕренÿ академийĕн академикĕ, этнопедагог Геннадий Никандрович Волков çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ ирттерчĕ. Фестиваль Шупашкар хулин Г.Н. Волков ячĕллĕ 62-мĕш вăтам шкулĕнче иртрĕ.
Фестиваль тĕллевĕсем çаксем пулчĕç: шкул ачисене тата педагогсене Раççĕй Федерацийĕн сумлă академикĕн Геннадий Никандрович Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарасси; чăвашсен паллă педагогĕн кун-çулĕпе ĕçне-хĕлне лайăх пĕлекен ачасене тупса палăртасси, вĕсене ăмăртăва анлăрах явăçтарасси; шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне, шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшасси пулчĕ.
Фестиваль тĕрлĕ номинацирен тăчĕ, «Поэзи тата проза» номинацире Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕренекен Иванова Светлана «Юратнă Чăваш ен» сăвăпа 3- мĕш вырăна тухнă.