Интернет уçлăхĕн çĕнтерỹçисем

      

2017 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Интернет уçлăхĕнче пĕтĕм чăваш ачисен чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе чĕретлĕ олимпиади иртрĕ. Ăна хатĕрлесе ирттерекенĕ Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ пулчĕ. Олимпиадăна 7–9-мĕш классенче вĕренекен ачасем пĕтĕмпе 417-ĕн хутшăнчĕç. 7-мĕш классем хушшинче çĕнтерỹçĕсем шутне 12 ача кĕнĕ. Вĕсен шутĕнче  Романова Нина (Пысăк Енккасси шкулĕ,  2-мĕш вырăн. Вĕрентекенĕ-Иванова И.В.), Николаева Кристина (Энĕшпуç шкулĕ, 3-мĕш вырăн. Верентекенĕ-Васильева О.Н.). Энĕшпуç шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Фролова Арина 3-мĕш вырăна тухнă (Вĕрентекенĕ- Дмитриева З.М.).