Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен çулленех район шайĕнче конкурс иртет. Вĕсенчен чылайăшĕ республикăра республикăри ытти ĕçтешсемпе уйрăм кĕнекесем, методика пособийĕсем кăларас ĕçре активлă хутшăнаççĕ. Вĕрентекенсем уçă урок планĕсене е класс тулашĕнче ирттермелли сценарийĕсене, тĕрлĕ сăмах вăййин тĕслĕхĕсене хатĕрлесе парса çав пособисенче кăлараççĕ, республикăри е ун тулашĕнче ĕçлекен ĕçтешсене ĕçре усă курма май туса параççĕ. Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче комисси чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен 17 ĕсне пăхса тухса хакланă. «Класс тулашĕнчи ĕç» номинацире Цыфаркина Л.А. çĕнтерÿçĕ, Дмитриева З.М. призĕр, Антонова В.Г. тата Максимова Е.Г. «Чăваш литература урокĕсенче усă курмалли дидактика материалĕсем» номинацире çĕнтерÿçĕпе призёр, «Чăваш литература урокĕсен планĕсем» номинацире Иванова И.В., Иванова Р.М. çĕнтерÿçĕпе призёр пулнă. «ФГОСа шута илсе йĕркеленĕ урок» номинацире Авакова Н.Ю. çĕнтерÿçĕ, Краснова И.Ф., Яковлева И.В призёр шутне кĕнĕ. Теплова Р.С. «Меслет сĕнĕвĕсем» номинацире çĕнтерÿçĕ, çак номинацирех Михайлова А.В. палăрнă. «Аталантару тата вĕрену вăййисем» номинацире Цыркунова Т.Л. çĕнтернĕ, Алексеева Л.Н. призёр. Васильева Г.Н. «Тĕрĕслев материалĕсем» номинации çĕнтерÿçи, Левина Г.А., Алексеева Р.Г. призёрсем. Конкурса хутшăнса палăрнисене пурне те саламлатпăр.