Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Иванова И.В. 8- мĕш класра «Кÿртĕм самахсем» темăпа уçă урок кăтартрĕ. Урокра вĕрентекен ФГОС мелĕпе усă курчĕ, ачасене ытларах хăйсене ĕçлеттерчĕ. Вĕрентекен темăна уçса пама çут çанталăкпа çыхăннă текстсемпе предложенисене илнĕ темелле.
Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паоракан вăтам шкулта вăй хуракан Антонова В.Г. вĕрентекенсемпе «Ватлăх» темăпа мастер класс ирттерчĕ. Вĕрентекенсем тĕрлĕ ĕçсем туса пăхрĕç: ÿкерчĕкпе те тухса калаçрĕс, ваттисен сăмахĕсенче кирлĕ сăмахсене лартрĕç тата ыт те.