Конкур пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçĕн пахалăхне ÿстерес тĕллевпе район шайĕнче «Хальхи тапхăрти  урок результачĕ» ятпа   конкурс иртрĕ.  Конкурса  вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕсенче анлă усă куракан  методика тата дидактика   материалĕсене тăратрĕç, комисси членĕсем пурĕ  17 ĕç пăхса тухрĕç. Конкурса тăратнă материалсене тăватă номинаципе хакларĕç:  «Тĕрĕслев материалĕ», «Уçă уроксен анлă планĕ», «Вĕрентÿ материалĕ», «Вăйă технологийĕ». Çак конкурсра тĕрлĕ номинацире чи  нумай балл пухакансем Васильева Г.Н.(Вăрмар шкулĕ), Авакова Н.Ю. (Кавал шкулĕ), Иванова И.В.(Пысăк Енккасси шкулĕ), Антонова В.Г. (Вăрмар шкулĕ), Теплова Р.С.(Аслă Чак шкулĕ) пулчĕç.   Материалсене хаклакансем  конкурса тăратнă пур ĕç те вĕренÿре усă курма паха пулнине палăртрĕç.

Пĕтĕмлетĕвĕ…..