Чăваш шкулĕн 11-мĕш класне пĕтерекенсем!

Чăваш шкулĕн 11-мĕш класне пĕтерекенсем!

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен пуçласа республика шкулĕсенчи выпускниксем хăйсен кăмăлĕпе чăваш чĕлхипе тата литературипе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма пултараççĕ. Çак ыйтупа Раççей Федерацийĕн «Вĕренÿ çинчен» саккунне кăçалхи çу уйăхĕнче улшăну кĕртнĕ. Чăваш чĕлхипе ППЭ тытни предмета вĕрентес шая ÿстерме, шкул ачисен тăван чĕлхене вĕренес туртăмне вăйлатма, пĕтĕмĕшле илсен, наци культурине малалла аталантарма пулăшасса шанатпăр.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕ тест, тĕрĕслев-виçев материалĕсене (контрольно-измерительные материалы) хатĕрленĕ. Тĕрĕслев материалĕн уçă варианчĕпе Вĕренÿ институтчĕн сайтĕнче паллашма пулать.

 

2012 çулти чăваш шкулĕн 11-мĕш класне пĕтерекенсем чăваш чĕлхине тата литературине ППЭ тытма пултараççĕ. Ку экзамена суйласа илсе тытмалли экзаменсем шутне кĕртнĕ.

Экзамен результачĕсене аслă шкулсенче шута илеççĕ.

Сире экзамен валли хатĕрленĕ тĕрĕслев материалĕн уçă варианчĕпе паллаштаратпăр. Хăвăр шухăшăра chrio11@cap.ru адреспа çырса пĕлтерме пултаратăр.

 

Тĕрĕслев материалне хатĕрлекен ушкăн.

 

Демоверси