Я. Г. Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă республикăри "Чăваш кĕсли" интернет олимпида положенийĕ

Я. Г. Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă

республикăри "Чăваш кĕсли" интернет олимпиада

положенийĕ

 

1.  Интернет олимпиада йĕркелевçисемпе хутшăнаканĕсем

 

            Я. Г. Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă республикăри "Чăваш кĕсли" интернет олимпидăна Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕпе пĕрле ирттерет. Олимпиада юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен пырать. Ку тупăшура Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче пурăнакан икĕ ÿсĕмри шкул ачисем хутшăнма пултараççĕ: 5-7-мĕш тата 8-10-мĕш классенче вĕренекенсем.

 

2. Интернет олимпиада тĕллевĕсем

 

Интернет олимпиадăна çак тĕллевсемпе ирттереççĕ:

            -  Яков Ухсайăн пурнăçĕпе пултарулăхне пур енлĕн тишкерме,

            -  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçĕн пахалăхне ÿстерме,

            -  вĕренекенсен творчествăлла ăсталăх ÿсĕмне палăртма тата малалла аталантарма,

            -  вĕренÿ ĕçĕнче интернет технологийĕсемпе анлăрах усă курма.

 

3. Интернет олимпиадăна ирттермелли йĕрке

 

Олимпиада Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнче (http://inset.chv.su.) иртет.

Веб страницăсенче кашни ÿсĕм ушкăнĕ валли 10-шар ыйту пулать.

Ĕçе пурнăçлама 50 минут параççĕ.

 

Ĕçе хăвăрт пурăçлама вĕренекенсене клавиатурăн чăвашла сарăмне лартма сĕнетпĕр. Ăна чăваш чĕлхи комиссийĕн сайтĕнче (http://comissi.chv.su/node/19)  тупма пулать. Çак программăнах олимпиадăна хутшăнма регистрациленнĕ хыççăн Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнче çак каçăпа http://inset.chv.su/file.php/7/setup_cv.exe  уçласа илме пулать.

 

Интернет олимпиада икĕ тапхăрпа иртет:

1-мĕш тапхăр: юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен хутшăнакансене регистрацилеççĕ;

2-мĕш тапхăр: юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен регистрациленнĕ хутшăнакансем олимпиада ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ.

 

4.  Олимпиада пĕтĕмлетĕвĕ тата çĕнтерÿçĕсене палăртни.

 

Пĕтĕмлетÿ 2011 çулхи чÿкĕн 5-мĕшĕ тĕлне паллă пулать.

Интернет олимпиадăн жюрине Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн представителĕсене кĕртеççĕ.

Кашни тĕрĕс хурава 1 балпа хаклаççĕ. Енчен те мала тухнисем пĕр пек балл пуçтарнă пулсан çĕнтерÿçĕне хурава маларах панине шута илсе палăртаççĕ.

 

5. Çĕнтерÿçĕсене хавхалантарни.

 

Çĕнтерÿçĕсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин дипломĕсемпе чыслаççĕ.

Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕ  чи лайăх 40 хутшăнакана "Интернет олимпиадăна хутшăнаканăн электрон сертификачĕпе" чыслаççĕ.