Интернет олимпиада иртĕ

Чăваш халăх поэчĕ Яков Гаврилович Ухсай çуралнăранпа чÿк уйăхĕнче 100 çул çитет. Паллă куна халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕпе пĕрле "Чăваш кĕсли" интернет олимпида ирттерме палăртрĕ. Олимпиада юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен пырĕ. Ку тупăшура Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче пурăнакан икĕ ÿсĕмри шкул ачисем (5–7-мĕш тата 8–10-мĕш классенче вĕренекенсем) хутшăнма пултараççĕ.

Ĕç ушкăнĕ интернет олимпиадăн йĕркине хатĕрлеме тыттăннă, çитес вăхăтра унпа паллашма пулать.